Шупашкар районӗнчи Ҫӑкалӑхялӗнче пурӑнакан Александр Геннадьевичпа Любовь Александровна Александровсен ҫемйинче 10-мӗш ача кун ҫути курнӑ.
Авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫуралнӑ ачана Ҫӗнӗ Шупашкар администрацийӗн ЗАГС пайӗнче шута илнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хӗрачана Изабелла ят панӑ. Александровсен унччен ҫичӗ хӗрпе 2 ывӑл ӳснӗ.
Александрпа Любовь ачисене сайра тӗл пулакан ятсем хураҫҫӗ: Авенир, Арсентий, Диана, Джуана, Анжелика, Вероника, Дарина, Эвелина, Лиана.
Сӑмах май, 2014 ҫулхи 9 уйӑхра 180 ҫемьере виҫӗ тата унран ытларах ача кун ҫути курнӑ.
Кӗҫнерникун Ҫӗнӗ Шупашкарти Тӗкӗрҫ (Ельниковски) текен катара экологи сукмакӗ уҫӑлнӑ. Анчах ӑна хальлӗхе официаллӑ лару-тӑрура уҫман иккен-ха.
Хӑйне евӗр пулӑма, тунтикун, юпан 6-мӗшӗнче, палӑртӗҫ. Экологи ҫулне ҫума Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийнче тӑрӑшакан тӳре-шара тата Шупашкарти ГЭСра тар тӑкакансем ҫитмелле-мӗн.
Йывӑҫран тунӑ кӳлепесем катана уҫӑлма пырса ҫӳрекенсене хӑйсен илемӗпе савӑнтарӗҫ. Хайхисем пӗтӗмпе вуннӑ ытла. Вӗсене бензинпа ӗҫлекен пӑчкӑпа касса кӑларса хатӗрленӗ. Хӑйсен ҫакӑн пек пултарулӑхне кӑтартма тӗчен тӗрлӗ кӗтесӗнчи (ҫапла каласан та юрать, мӗншӗн тесен хамӑр ҫӗршыврисем кӑна мар, ютран килнисем те пур) ӑстасем пухӑннӑ. Ҫавсем хушшинче — Украинӑри, Белоруҫ Республикинчи, Германинчи, Казахстанри маттурсем. Вӗсем ӑсталанӑ та ҫакӑн пек илеме.
Сӑнсем (4)
Чӑваш Ене Шупашкартан кино ӳкерекенсем килесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, «Хорло» фильма Марат Никитин режиссер ӳкерет. Хӑй вӑл Александр Митта киношкулӗн сценарисчӗсемпе режиссерӗсен аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Марат Никитин — «Атал» киностудин пуҫлӑхӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралнӑскер халӗ Мускавра пурӑнать.
Ӗнер Красноармейски районӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ та ӗнтӗ. Хорло ятлӑ хӗр хӑйӗн юратӑвне тата телейне шырани ҫинчен калакан историпе ҫыхӑннӑ фильма ӳкерекенсем ытти района та ҫитесшӗн. Кинона пирӗн тӑрӑхра икӗ эрне ытларах ӳкерме палӑртнӑ.
Сӑнсем (15)
Чӑваш Ен Пӗтӗм Раҫҫейри «Авто-Мото-Донор» ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнӗ. Акци тӗллевӗ — ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнисене пулӑшасси.
Шупашкарта донор пункчӗ юпа уйӑхӗн 6–10-мӗшӗсенче ӗҫлӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта — юпан 7-мӗшӗнче, Канашра юпан 8-мӗшӗнче юн илӗҫ. Шупашкарта донорсен Республикӑри юн илекен станцие ҫитмелле (Пирогов урамӗ, 9-мӗш ҫурт). Ҫӗнӗ Шупашкарсен Пионерсен урамӗнчи 20-мӗш ҫурта пымалла. Канаш ҫыннисен васкавлӑ медпулӑшу станцине (Чӑваш Ен: 30 ҫул урамӗ, 13-мӗш ҫурт) каймалла.
Юн паракансен ҫумра паспорт пулмалла. Ҫын юн пама пултарассине медиксем вырӑнта палӑртӗҫ.
Плазмӑна ҫур ҫул упрӗҫ. Кун хыҫҫӑн каллех юн илекен станцине пырса анализсем памалла. Ку юн хӑрушсӑр пулнине ҫирӗплетме кирлӗ. Ӑна кун хыҫҫӑн ҫеҫ сипленмелли учрежденисене илсе кайма юрать-мӗн.
Юн паракансене апатланмашкӑн укҫа параҫҫӗ. Тата вӗсен ӗҫрен икӗ кун канма ирӗк пур.
Авӑнӑн 27–28-мӗшӗсенче Самар облаҫӗнчи Шунтал районӗнче регионсен хушшинче «Кӗрешӳ» иртнӗ. Наци кӗрешӗвне Чӑтӑрлӑ районӗнче ҫуралса ӳснӗ пӗртӑван генералсене Виталийпе Николай Сидоровсене халалласа ирттереҫҫӗ.
Чӑваш Республикинчен Чӑтӑрлӑ районне делегаци тухса кайнӑ. Вӗсен йышӗнче — ЧНК президенчӗ Николай Угаслов, Раҫҫейри «Кӗрешӳ» федераци ертӳҫи Виталий Васильев. Тутарстанри чӑваш наци культура автономийӗн председателӗ, ЧНК президенчӗн ҫумӗ Константин Яковлев та Шунтал тӑрӑхне кайнӑ.
«Кӗрешӗве» Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Мускаври, Чӗмпӗр облаҫӗнчи тата ытти тӑрӑхри 160 спортсмен хутшӑннӑ. Вӗсенчен 34-шӗ — чӑвашсем. Кӑсӑлхи турнир ытти ҫулсенипе танлаштарсан ҫӳллӗ шайра иртнӗ. Ара, Самар облаҫӗн Спорт министерстви ун валли сахал мар укҫа уйӑрнӑ — 120 пин тенкӗ.
Пирӗн спортсменсенчен Леонид Петров (Ҫӗнӗ Шупашкар), Илья Чернов (Елчӗк), Виктор Танлэ (Ҫӗрпӳ) ҫӗнтернӗ.
Улӑп тӑпри Ҫӗнӗ Шупашкарта та пур. Вал «Антей» лавккана хирӗҫ вырнаҫнӑ иккен. Унашкал асамлӑ вырӑн пуррине пӗлсен Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш шкул ачисем вӗрентекенӗпе пӗрле унта ҫитсе курас тенӗ. «3 г» класра пӗлӳ пухакансем чӑн та вӑй-хӑват илсе таврӑнчӗҫ — ку вӗсене вӗренӳре пулӑшатех тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Халапсене ӗненес пулсан Улӑпсем пысӑк ҫынсем пулнӑ. Улӑп тӑприсем вара вӗсем хӑйсен ҫӑпатинчи тӑпрана силлесен пулса тӑнӑ. Асаилтеретпӗр, Ҫӗнӗ Шупашкар хули чӑваш ялӗсем вырӑнӗнче ӳссе ларнӑ. Ку Улӑп тӑпри вара ӗлӗкхи асамлӑ вырӑнсенчен пӗри.
Темле шухӑшлӑ ҫын та пур пуль ҫӗр ҫинче. Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм 46-ри упӑшкине вӗлерме… упӑшкине хӑйне тара тытнӑ.
Ҫын вӗлерекене шыракан хӗрарӑм халӑх тетелӗсенчен пӗринче пӗр арҫынпа чуна уҫса калаҫма тытӑннӑ. Анчах хӑйӗнпе юмахлакан арҫын хӑйӗн упӑшки пулнӑ ҫын иккенне пӗлмен вӑл. Ҫав ҫынна хӗрарӑм упӑшки хӗнесе пурӑнни пирки пӑшӑрханса пӗлтернӗ, ӑна леш тӗнчене ӑсатас шухӑшлине систернӗ. Усал ӗҫшӗн 2 пин евро тӳлеме пулнӑ вӑл. Арҫны малтан хӗрарӑма пулӑшма пулнӑҫи тунӑ-ха. Анчах арӑмӗ чӑннипех вӗлересшӗннине ӑнланнӑ хыҫҫӑн право хуралҫисене пӗлтернӗ.
Халӗ хӗрарӑма пӗтӗмӗшле колоние 5,5 ҫуллӑха хупма йышӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ачасен «KinderМУЗ Awards-2014» музыка премийӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Унӑн лауреачӗсем «Ачасен вунни — Яна Рудковскаяпа» музыка клипӗсен финалисчӗсем пулса тӑнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча ӳнер шкулӗн эстрада уйрӑмӗн вӗренекенӗсем маттурлӑхпа палӑрнӑ. Антон Самойловпа Мария Тихонова ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Ольга Печатнова патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Антон чи лайӑх исполнитель пулса тӑнӑ, Мария Тихоновӑпа юрланӑ дуэт вара куракансен парнине ҫӗнсе илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесене Филипп Киркоров, Валерия, Глюкоза юрӑҫем, «Ача-пӑча аварийӗ» ушкӑн тыттарнӑ.
Ҫитес вырсарникун тӑвайсем кӗрхи ярмӑрккӑна йыхравлаҫҫӗ. Ҫав кун унти культурӑпа кану центрӗ умӗнчи лапамра «Кӗр парни — 2014» кӗрхи ярмӑрккӑ иртмелле. Унта пахча ҫимӗҫсӗр пуҫне улма-ҫырла хунавӗ те сутма палӑртнӑ.
Сӑмах май каласан, хальхи вӑхӑтра ун пек фестивальсене тӗрлӗ район центрӗпе хулара йӗркелеҫҫӗ. Ҫурлан 23-мӗшӗнчен тытӑнса ӑна Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле хулисенче, 30-мӗшӗнчен тытӑнса Ҫӗнӗ Шупашкарта «Кӗр парни» пирки пӗлтернӗ.
Унта вырӑнта туса илекен ял хуҫалӑх продукцине йӳнӗрехпе туянма май туса парассине шантараҫҫӗ. Кӗр ярмӑрккине йӗркелекенсем ҫакӑ икӗ еншӗн те усламлӑ тесе ӗнентереҫҫӗ: сутакансенчен вырӑн укҫи илмеҫҫӗ, туянакансем продукцие туса илекентен тӳрремӗнех туяннине кура йӳнӗрехпе калаҫса татӑлма май килет. Ял хуҫалӑх апат-ҫимӗҫне сутма Шупашкарта виҫӗ тӗп вырӑн тата 14 хушма лапамсем йӗркеленӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарпа Улатӑрта — 6-шар вырӑн, Ҫӗмӗрлере — 4, Канашра — 1.
Раҫҫейри топ-500 шкул йышне Чӑваш Енри 6 шкул кӗнӗ. Вӗсем 2013–2014 вӗренӳ ҫулӗсенче палӑрнӑ: ППЭ-ре тата олимпиадӑсенче.
Шупашкарти 3-мӗш лицей 485-мӗш вырӑн йышӑннӑ, 5-мӗш гимнази — 486-мӗш. Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази 487-мӗш вырӑна тухнӑ, 4-мӗш лицей — 488-мӗш. 4-мӗш гимнази 489-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Шупашкарти 1-мӗш гимнази — списокра 490-мӗш.
Шупашкарти 3-мӗш лицей Раҫҫейри чи лайӑх 200 шкулсен йышӗнче 22-мӗш вырӑна тухнӑ. Кунта Шупашкарти 6-мӗш гимнази тата Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази лекнӗ. Ку танлашӑма (рейтинга) предмет оимпиадин кӑтартӑвӗсемпе килӗшӳллӗн тунӑ.
Ҫак списока ялти шкулсем те кӗнӗ: Элӗкри И.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелти 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Г.Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |